Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пулаттӑм (Николай Карай)


Каччӑ ҫӗн ҫава туптать
Урамра кил умӗнче.
Шак-шак-шак
Шаккать-шаккатъ, —
Хӗр ҫави ун аплинче.
Вӑрттӑн тунсӑхлӑ куҫпа
Пӑхса илчӗ хӗр ҫине.
Ҫавӑнтах мӑлатукла
Ҫапрӗ вал пуҫ пӳрнине.
Калаймаҫҫӗ-ши куҫран
Пӗр-пӗрне ачаш сӑмах?
Вӗсене кирлех пулсан
Евчи пулӑттӑм хамах.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми